System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.e2kibjas.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Чӑваш чӗлхин страници / МАОУ "Большеямашевская СОШ" Аликовского района / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
директор школы
Данилов Олег Станиславович
Сайты наших учителей
Всероссийская олимпиада школьников- Школьный тур
Всероссийская проверочная работа ВПР-2021
ГИА 2021
ВСЁ о ГИА
Итоговое собеседование по русскому языку в 9 классе
ГОСЗАКУПКИ
ДИСТАНЦИОННОЕ ОБУЧЕНИЕ
ИНФОРМАЦИОННАЯ БЕЗОПАСНОСТЬ
Летняя оздоровительная компания для детей.
Международный день родных языков
Месячник оборонно-массовой и спортивной работы «Поклонимся великим тем годам".
О САЙТЕ
О ШКОЛЕ
Администрация школы
История школы
Отчет о самообследовании
ОБЕСПЕЧЕНИЕ ГОРЯЧИМ ПИТАНИЕМ УЧАЩИХСЯ
ОХРАНА ТРУДА В ШКОЛЕ
Паспорт доступности социального объекта
Прием детей в 1 класс и в дошкольную группу.
Приемная директора школы
ПРОТИВОДЕЙСТВИЕ КОРРУПЦИИ
СВЕДЕНИЯ ОБ ОБРАЗОВАТЕЛЬНОЙ ОРГАНИЗАЦИИ
СИСТЕМА МЕТОДИЧЕСКОЙ РАБОТЫ В ШКОЛЕ
Чӑваш чӗлхин страници
ШКОЛЬНАЯ БИБЛИОТЕКА
Школьная служба примирения
Фотоотчеты
Get Adobe Flash player
Чӑваш чӗлхин страници

Чӑваш чӗлхине халаласа хаçат кӑлартӑмӑр. Ӑна И.Я. Яковлев 172 çул тултарнипе çыхӑнтарса, ачасен пултаруллӑх ӗçӗсене çутатрӑмӑр. Унӑн ссылки

Мӑн Ямашри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни пуçланчӗ.

Ҫепӗҫӗн, сулмаклӑн,

Савӑккӑн, хӑватлӑн

Янӑратӑн эсӗ, ман тӑван чӗлхем.

Тимӗре тататӑн,

Чул сӑрта вататӑн,

Сӱннӗ вучахра та эс чӗртен хӗлхем!

 

Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе.  Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Мӑн Ямашри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ. Ачасем  дистанциллӗ  мелпе вӗренеҫҫӗ пулсан та, ҫак эрнене тивӗҫлӗ шайра ирттересчӗ тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи эрнинче нумай ӗҫ тума палӑртнӑ. Кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса, викторинӑна хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарать. Ӗҫсене тӗрлӗ ӱсӗмри ачасем валли хатӗрленӗ.

Эрнене эпир «Иван Яковлевич Яковлев» викторининчен пуçӑнӑпӑр. «Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева» музейа та кӗрет мар йӗркепе кайса курӗç

 

Чӑваш чӗлхипе литератури эрнин планӗ.

п/п

Палӑртнӑ ӗçсем

Класс

Палӑртнӑ кун

1.

Эрне пуçӑнни. Викторина «Иван Яковлевич Яковлев»

7-9

20.04. 2020.

2.

«Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева» музейра – заочнӑй экскурсире

5-9

 

3.

«Иван Яковлевич Яковлев» çинчен презентацисемпе паллашни

5-9

21.04. 2020

4.

«Чӑваш чӗлхи-ман тӑван чӗлхе» темӑпа çырнӑ сӑвӑсемпе калавсен конкурсӗ.

4.

«Чӑваш апат-çимӗçӗ» сӗтел хатӗрлессипе иртекен конкурс

5.

«Чӑваш чӗлхи тата И.Я. Яковлев» темӑсем тӑрӑх ребуссемпе пуç ватмӑшсен конкурсӗ.

5-8

22.04. 2020

6.

Иван Яковлевич Яковлев калавӗсем тӑрӑх тунӑ ӳкерчексен конкурсӗ

5-8

7

«Эпӗ – чаваш тумӗпе» конкурс

5-8

23.04. 2020

8

«Эпӗ – чӑваш юррисене юрлатӑп» видеороликсен конкурсӗ.

9

Кружок членӗсемпе «Асамлӑ калем» литература журналне кӑларни.

5-8

24.04. 2020

10

Асаттесемпе асаннесенчен, кукамайсемпе кукаçисенчен Мӑнкун уявӗ çинчен каласа панине çырса илни. «Пирӗн тӑрӑхри чӑваш уявӗсем» ал çыру кӗнекине пуянлатни.

11.

Эрнене пӗтӗмлетни

 

25.04. 2020

 

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ   Л.А. Андреева

 

 

Конкурссене хаваспах хутшӑнчӗç

       Мӑн Ямашри вӑтам шкулта вӗренекенсем конкурссене яланах хавас. Чӑвш чӗлхипе литератури эрни пынӑ май 5-9-мӗш класра вӗренекенсем «Иван Яковлевич Яковлев» çинчен презентацисемпе паллашрӗç. «Чӑваш чӗлхи-ман тӑван чӗлхе» темӑпа тӗрлӗ калавсемпе сӑвӑсем çырчӗç. 7-мӗш класри Рома Баранов, Лида Игнатьева, Лейла Зорина, 6-мӗш класри Ангелина Миронова, 5-мӗш класри Матвей Матвеев, Ксюша Баранова, Севастьян Ильдер чӑвашла калавсем çырса савӑнтарчӗç. 6-мӗш класри Ангелина Мироновӑпа 5-мӗш класри Саша Дмитриевӑн сӑввисем пуринчен те лайӑххисем пулчӗç. Вӗсем хайсен хайлавӗсенче чӑваш чӗлхи мӗн тери çепӗç те илемлӗ пулнине чӗререн тухакан сӑмахсемпе çырса кӑтартрӗç. Чӑваш чӗлхине юратмаллине, унпа ирӗклӗн, пӗр вӑтанмасӑр калаçмаллине те палӑртрӗç.

      Çак кунах «Чӑваш апат-çимӗçӗ» сӗтел хатӗрлессипе те тупӑшрӗç ачасем. Конкурса хутшӑнаканӗсем пурте маттур. Пысӑк тав вӗсене уншӑн.

 

 «Эпӗ – чӑваш тумӗпе», «Эпӗ – чӑваш юррисене юрлатӑп» конкурссем иртрӗç.

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мӑн Ямашри вӑтам шкулта  «Эпӗ – чӑваш тумӗпе», «Эпӗ – чӑваш юррисене юрлатӑп» видеороликсен конкурсӗсем иртрӗç. Шкул ачисем пурте килӗсенче ӑс пухаççӗ пулин те пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерес тесе шутлаççӗ. Вӗсем хӑйсене чӑваш тумӗ тӑхӑнса савӑнтарчӗç, асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗç, WhatsApp урлӑ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекене ярса пачӗç. Вӑл ярса панӑ сӑн ӳкерчӗксенчен альбом йӗркелерӗ. Ку конкурса кашни класранах хутшӑнма тӑрӑшрӗç. Чӑваш юррисене юрлассипе 1-мӗш класра вӗренекен Артемий Ильдера çитекенӗ пулмарӗ. Вӑл «Анне эсӗ ир тӑран», «Çурхи вӑрманта» юрӑсене синтезаторпа выляса питӗ илемлӗ юрласа пачӗ. Пиччӗшӗ Севастьян юрлани те кӑмӑла кайрӗ. Вӑл «Çумӑр çӑвать» юрӑпа конкурса хутшӑнчӗ. Софья Алексеева вырӑс хӗр ачи пулсан та чӑваш юррине шӑрантарса конкурса хутшӑнма пултарчӗ. Конкурса хутшӑнакансене пурне те тав тӑватпӑр, малалахи пултарулӑха аталантарас ӗçре вӑй-хӑват, çирӗп сывлӑх, ӑнӑçу сунатпӑр.

 «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ     2020»

 

2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре   Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă   «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ     2020»  акци   иртрĕ.

«Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ  Владимир Егоров вуларĕ. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци сăн-сăпачĕ пулма  Силерова Екатерина Александровнăна, И.Я.Яковлев ячĕллĕ   Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологи факультечĕн 4-мĕш курс студенткине   çирĕплетнĕ.

Мӑн Ямашри вӑтам шкулта вĕренекенсемпе  вĕрентекенсем те çак акцие хутшăнчĕç. Хăшĕсем радио тăрăх, хăшĕсем ЧРИО сайчĕ çине кĕрсе çавăнти аудио çыхăну тăрăх ĕçлерĕç. Тĕрĕслесе пĕтернĕ хыççăнхи пĕтĕмлетÿ пурне те хавхалантарчĕ.

 

 

Послание Президента РФ Федеральному Собранию
ИНФОРМАЦИОННАЯ БЕЗОПАСНОСТЬ В СЕТИ ИНТЕРНЕТ
ГИА 2021
Net-school Электронный журнал
Школа безопасности
Федеральный государственный образовательный стандарт начального общего, основного общего и среднего (полного) общего образования
Скажи телефону доверия "Да"
Послание Главы Чувашии Государственному Совету Чувашской Республики
Конкурсы через ЦДиЮТ Аликовского района
Молодеж за ЗОЖ
Школьная служба примирения
Горячее питание школьников
Новости
Объявления
Мероприятия
Реквизиты
<Апрель 2021>
ПнВтСрЧтПтСбВс
2930311234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293012
3456789
Rambler's Top100 TopList