Туссем калаçнǎ чух, тǎван чěлхемěм,
Шур акǎш тěкě евěр эс çемçе.
Санпа ман халǎх чунě те илемě
Çÿрет çÿлте те çěр çинче вěçсе.
Юрланǎ чух сассу хитре те уçǎ,
Итлет вǎрман та, хир те янраса.
Чулсем çинчи канми-тǎми çǎл куçě
Юхса йěпеннě пек сассу таса…
Ухсай Яккăвĕ
Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе, ялан эс пирĕн чĕрере!
Ку чĕлхене атте-анне парнеленĕ, унпа мĕн пĕчĕкрен куллен калаçса ӳснĕ эпир. «Анне панă кăкăр сĕтĕнче, хам çуралса ӳснĕ çĕрĕм-шывăм сывлăшĕнче, çĕр çыннин тарĕпе тăварланнă çăкăрта, тăрна куçĕ пек тăрă çăл куçри сиплĕ шывра туятăп эпĕ санăн вăйна-хăватна, илемне, ачаш чĕлхем, тăван чĕлхем! Тăван чĕлхем — анне чĕлхи!» — тесе çырать Валем Ахун çыравçă. Чăнах та, епле пархатарлă туртăм вăл тăван чĕлхене сума суни. Вăл хамăрăн атте-аннемĕре тав туниех.
Паянхи вăхăтра та хăйĕн актуаллăхне çухатман чĕлхе малалла аталанĕ, ун сассийĕ çак Çĕр чăмăрĕ çинчен нихăçан та çĕтмĕ, нихăçан та çухалмĕ. Вăл пирĕн пурнăçри кашни хутлăха кĕрсе вырнаçĕ, тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ! Пирĕн чĕлхе вăл халăх мăнаçлăхне кăтартакан паллăсенчен пĕри! Вăл яланах чăвашпа пĕрле пулĕ, халăха телей парса тăрĕ! Йăнăшман Петĕр Хусанкай — чăн та «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»
Чăваш чĕлхи кашни кун янратăр — килте те урамра та, хулара та, ялта та!
И.Я. Яковлев ДУХОВНОЕ ЗАВЕЩАНИЕ ЧУВАШСКОМУ НАРОДУ
И.Я. Яковлев Чăваш Халăхне «Халал»
Интернет уçлăхĕнчи чăваш сайчĕсем
«Çирĕплететĕп»
Шкул директорĕ
__________ Никифорова Е.И.
Чăваш чĕлхипе литература эрнин ĕç планĕ
№
п\п |
Ĕç-хĕл |
Хǎçан иртет |
Кам яваплă |
1. |
Чăваш чĕлхипе литарутура эрнине уçни.
«Чаваш чĕлхи - ăс-тăн чечекĕ»,
«И.Я. Яковлев – аслă вĕрентекенĕмĕр» кĕнекесен куравĕ
«Çăлтăрчăк» вăйă-конкурс |
22.04 |
Мясникова О.В.
Векова Р.А.
Векова Л.Н. |
2. |
«Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ»
И.Я. Яковлева халалланă уяв каçĕ |
23.04 |
Векова Л.Н.
Векова Р.А. |
3. |
«Тăван чĕлхе асамлăхĕ» вăйă урок |
24.04 |
Векова Л.Н. |
4. |
«Тинкеретпĕр малалла, кайрине те халь куратпăр» литературăпа музыка каçĕ. |
25.04 |
Векова Л.Н. |
5. |
«Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем» буклетсен, презентацисен конкурсĕ |
26.04 |
Векова Л.Н. |
6. |
Чǎваш чĕлхи эрнин пĕтĕмлетĕвĕ
Çĕнтерÿçĕсене чыслани |
27.04 |
Векова Л.Н. |