System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.e2kibjas.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Сывлăхшăн тăрăшар / / Портал образования ЧР

Внимание!!!

Портал образования Чувашии закрыт

Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

Образование Чувашии
Единая Образовательная
Информационная Среда
Чувашской Республики
Поиск
Get Adobe Flash player
Сывлăхшăн тăрăшар

               Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче  «Сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пырать. Класс ертўçисем тĕрлĕрен темăпа класс сехечĕсем ирттереççĕ. 

               Çирĕп сывлăхлă, вăйлă  тата хитре кĕлеткеллĕ пулас ĕмĕт  пурнăçлантăр тесен спортпа туслашмалла, сиенлĕ япаласенчен айккине пăрăнмалла, кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла, вăхăтра çывăрма выртмалла, тăмалла, апат çиммелле, гигиена правилисене манмалла мар. Кун йĕркине пăхăнса пурăнакан ача хăйне аван туять. Уçă сывлăшпа, шывпа, хĕвелпе туслă пулни, организма пиçĕхтерни сыфвлăхшăн питĕ усăллă.

              Спорта юратман çынсем хăвăрт ывăнаççĕ, вĕсен вăйĕ те сахалтпарах. Пирус туртни е эрех ĕçни организма хавшатать.

              Çирĕп сывлăхлă пулас тесен тăтăшах хусканусем тумалла. Пируспа эрехрен айккине пăрăнмалла, таса çўремелле. Ирхине пĕр вун пилĕк  минут маларах тăрса зарядка тумалла. Çакăн хыççăн кунĕпе çўреме вăй хушăнĕ, çывăрас  килни иртсе кайĕ, кĕлетке те илемленĕ. Пушă вăхăтра вара телевизор умĕнче ларас  вырăнне çемьепе вăйăсем выляма пулать.

            Организма ытларах витаминсем кирлĕ. Тĕслĕхрен, «А» витамин ўсме пулăшать. Симĕс суханпа кишĕрте нумай вăл. «В» витамин çынна вăй кĕртет, вăл хура çăкăрта ытларах. «Д» витамин шăлсене  çирĕплетет. Вăл сĕтре, пулăра, тăпăрчра пур. «С» витамин – ыхрара, купăстара тата улма-çырласенче. Вĕсем пурте пире çирĕп сывлăхлă пулма кирлĕ.

           Паянхи кун правительство физкультурăпа спорта аталантарас тесе чылай тăрăшать. Кашни хулара, район центрĕсенче тенĕ пекех спорт комплекĕсем уçăлчĕç.

         Çапла вара, çыннăн сиенлĕ йăла-йĕрке чури пулмалла мар. Сигарет туртни, эрех-сăра ĕçни, наркотиксемпе усă курни организмшăн сиенлĕ пулнине яланах асра тытмалла. Тĕрĕс, йĕркеллĕ, сывлăхлă пурăнма мĕн ачаран вĕренер. Çухатнă сывлăха укçапа туянма çук. Çыншăн пурнăçри чи пысăк пуянлăх – сывлăх.

Кириллова Э.Н.

Rambler's Top100 TopList
2008-2011, Copyright © www.edu21.cap.ru - Все права защищены.

E-mail: support@edu21.cap.ru, Тел: (8352)45-16-23