Сценари.
Литература казини. Ăс-тăн вăййи
Пĕрремĕш тур- «Пĕлетĕр- эсир?
Тĕрĕс хуравшăн 3 балл
1.Кам хăçан, ăçта çуралнă?
1.В.Митта 1. 1911 çулта, Пушкăртстанра, Слакпуç ялĕнче
2.Я.Ухсай 2. 1924 çулта, ЧР Элĕк районĕнчи Тури Выл
3.Илпек Микулайĕ 3. 1915 çулта, ЧР Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă
4.А. Артемьев 4. 1908 çулта, ЧР Патăьел районĕн Аслă Арапуç ялĕнче.
2.Поэтăн сăввине туп.
1.Митта Ваçлейĕ 1. «Юратрăм, эп, хирсем, сире»
2.ЯккуУхсай 2.«Сĕрĕмре»
3. А.Алка 3. «Çăпата»
4.Стихван Шавли 4. «Хамăр ялсем»
3.Хайлав камăнне пĕл.
1.Илпек Микулайĕ 1. «Çăкăр хакĕ»,»Симĕс ылтăн», «Хунавлах хăрнисем»
2.А.Артемьев 2. «Куçук», «Госпитальте», «Хура çăкăр»
3.Ю.Скворцов 3. «Шурча таврашĕнче», «Çул кĕнеки», «Куçук»
4.Х.Уяр 4. «Хĕрлĕ мăкăнь»,Сурăм хĕрĕ», «Уках хурăнĕ»
4.Вăрçăра пăшалпа та, перопа та çапăçнă çыравçă
1.Х.Уяр
2.Ю Скворцов
3.Митта Ваçлейĕ
4.Ухсай Яккăвĕ
5.Çыравçăн чăн хушаматне пĕл
1.Х.Уяр 1. Никифоров
2.Я.Ухсай 2. Афанасьев
3.Стиван Шавли 3. Ильбеков
4.Илпек Микулайĕ 4. Шумков
6. «Тутимĕр», «Шуйттан чури» сăвăлла трагеди çырнă çыравçă камне пĕлĕр.
1.Митта Ваçлейĕ
2.А.Алка
3.Якку Ухсай
4.Х.Уяр
7.Истори темипе çырнă хайлавсене тата авторĕсене тĕрĕс палăрт.
1. Хв. Уяр 1. «Хунавлах хăрнисем»
2.Якку Ухсай 2. «Сĕве Атăла юхса кĕрет»
3.К.Турхан 3. «Хура элчел»
4.А.Артемьев 4. «Таната»
8.Хăш çыравçа «халăх тăшманĕ» тесе айпланă, тĕрмере вăл миçе çул ларнă?
1.Якку Ухсай 1. 15 çул
2.А.Артемьев 2. 17 çул
3.Митта Ваçлейĕ 3. 20 çул
4.Илпек Микулайĕ 4. 14 çул
Иккĕмĕш тур. Сăнарсене палла.
Тĕрĕс хуравшăн 5 балл
1.Ашшĕпе ачине палла.
1.Шерккей 1.Валерик
2.Çемен 2.Ухтиван
3.Яриле 3.Коля
4.Андрей 4.Селиме
2.Хайлавсенчи сăнарсене шыраса туп.
1. «Хура çăкăр» 1.Анна Ивановна
2. «Салампи» 2.Кантюк
3. «Уках хурăнĕ» 3.Римма
4. «Шанчăк» 4.Хветли
3.Мăшăрсене туп.
1.Селиме 1.Çемен
2.Салампи 2.Сергей
3.Римма 3.Тухтар
4.Урине 4.Анатолий
4.Хайлаври ĕçсем ăçта пулса иртеççĕ?
1. Утламăшра 1. «Уках хурăнĕ»
2.Пуйăс çинче 2. «Салампи»
3.Шупашкарта, ялта 3. «Шанчăк»
4.Ялта, вăрманта,торф кăларнă çĕрте 4.»Хура çăкăр»
5.Çак сăмахсене кам калать?
1. «Юрату анне мар, ама çури пулчĕ маншăн» 1.Крыслов
2. «Çук, эпĕ Укахви мар, Натали» 2.Салампи
3.Кам сăмахсене хăй сисмесĕрех 2 хут калать? 3.Укахви
4. «Ылтăн! Шăлусем ылтăн!» 4. Шерккей
6.А.Алган хăш хайлавĕ тăрăх либретто çырнă?
1. «Çулăм витĕр çул.
2. «28 пулнă вĕсем.
3. «Шыв армань»
7. Хв Уяр çырнă «Шурча таврашĕнче» романăн тепĕр ячĕ:
1. «Ахрат»
2. «Кĕпер»
3. «Хĕн-хур айĕнче»
4.»Таната»
8. «Салампи» повеçри вырăсла перкелешекен сăнар:
1.Алмазов
2.Саланов
3.Муза
4.Шамбулкин
Виççĕмĕш тур. Шухăшла та хуравла.
Тĕрĕс хуравшăн 10 балл
1.Сăвă йĕркисене кам çырнă, мĕнле сăвăран?
Мухтав та пехил ĕмĕр-ĕмĕрне
Тарпа тăварланнă ыраш çăкăрне!
1.Ухсай «Кĕлпук мучи»
2.А.Алка «Шыв арманĕ»
3.Митта «Анатри юрă»
4.Ст Шавли «Çăпата» поэми
2.Чăваш халăхне икĕ чаплă сăвăç парнеленĕ ял:
1.Сиктĕрме
2.Слакпуç
3.Шуршăл
4.Кăнна Кушки
3.А.Артемьевăн «Салампи» романĕнчи Салампипе Алмазов ăçта, мĕнле йывăç айĕнче тĕл пулаççĕ?
1.Хурăн
2.Улмуççи
3.Хурама
4.Юман
4.Тухтар Селимене асăнмалăх тесе мĕнле парне парнелет?
1.Çÿпçе
2.Арча
3.Путмар
4.Пештĕр
5.Чăваш писателĕсене- арăмĕпе упăшкине, камсене пĕлетĕр?
6.Чăваш литератури мĕнле ылтăнпа пуян?
7.Чăваш литературинче тĕсе пĕлтерекен хайлав ячĕсене калăр.
8.Çак сăмахсемпе усă курса сăвă çаврăмĕ йĕркелĕр: пуш хĕвел, чăваш, юр.
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Литературăпа музыка композицийĕн сценарийĕ
Сценăна илемлетнĕ
Ертсе пыракан: – Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, юратнă ачасем, сире паянхи Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ ячĕпе чунтан саламлатпăр.
Çулсеренех аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш çырулăхне пуçарса янă И.Я.Яковлев çуралнă куна – ака уйăхĕн 25-мĕшне – Чăваш чĕлхин кунĕ тесе паллă тăватпăр.
Паян эпир хамăр чĕлхене сума суса чăвашла юрă-сăвă шăрантаратпăр.
Ачасем сцена çине тухаççĕ:
1 ача: «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук,» - тенĕ И.Я.Яковлев.
2 ача: Чăвашсен çак тарана упраннă паха мулĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ.
3 ача: Атте-анне чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе – халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук.
4 ача: Анне мана тирпейлĕ пиеленĕ,
Сиктернĕ лăнкăр-лăнкăр сăпкама,
Чĕкеç вĕçнисене курса пилленĕ
Çемçен те чĕвĕл-чĕвĕл калаçма
Ачаранах ĕмĕрлĕхе
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.
5 ача: Чăваш чĕлхи вăл – манăн чун та ĕмĕт,
Хĕвел те уйăхăм – тăван чĕлхе.
Пуçна чĕлхе вилессипе ан çĕмĕр,
Вăл халĕ кирлĕ халăха!
6 ача: Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,
Мĕн чухлĕ ĕмĕт хальлĕхе,
Пире, ачсем, пурне те панă
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.
1 ача: Ан тиркесем чĕлхемĕре,
Ан хăй ăна начар теме, -
Унпа сана аннÿ ÿстернĕ, -
Юрла-юрла хуллен сиктернĕ.
2 ача: Савар, мухтар чĕлхемĕре,
Ялан усрар чыс-хисепре, -
Эпир унпа ĕçе вĕреннĕ,
Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ.
3 ача: Упрар тăван чĕлхемĕре –
Чун-чĕрери хĕлхемĕре, –
Эпир ăна ялан ĕненнĕ,
Чăваш ятне çÿле çĕкленĕ.
4 ача: Тăван чĕлхе – таса çăлкуçĕ,
Тăван чĕлхе – хĕвел шевли.
Тăван чĕлхе çĕн алăк уçĕ
Куллен кунах пире валли.
5 ача: Çурхи сасă евĕр шăнкăрав чĕлхене
Ан тиркĕр, чăваш ачисем, ĕмĕрне.
Ан тиркĕр ăна, тиркеме май тупса
Е урăх чĕлхе илемне ăмсанса.
6 ача: Çырла пахчи евĕр пуян чĕлхене
Юратăр, чăваш ачисем, ĕмĕрне!
Юратăр ăна çын çинче, кил-çуртра,
Юратăр ăна паянхи юрăра!
«Илемлĕ, илемлĕ» юрă янăрать.
Ертсе пыракан: Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
ÿстерсе вăй-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр.
Манăн шухăшăмпала
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
С.Шавли «Вĕçкĕн Ваççа» сăвви тăрăх инсцинировка
Ертсе пыракан: «Ват çын – тăват çын,» - теççĕ. Ĕлĕкренех чăваш çамрăкĕсем ватăсене хисепленĕ. Ватти пур та латти пур теççĕ тата. Эпир те асатте-асаннесене сума суса юрă парнелетпĕр.
Ачасем «Асанне» юрă юрлаççĕ
Ертсе пыракан: Чăн та, илемлĕ те çепĕç пирĕн чĕлхе.
Чухăн мар вăл – пуян та, чаплă та,
Çемçе те, вутлă та хăватлă.
Вăл тÿсĕмлĕ, çиçĕмлĕ, сисĕмлĕ!
Ертсе пыракан: Чăваш чĕлхинче çут çанталăк илемне сăнлама та, пуçри ĕмĕт-шухăша, чунри туйăма уçса пама та витĕмлĕ те çепĕç сăмахсем çав тери нумай.
«Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра» юрă янăрать
1 ача:
Чăваш чĕлхи питĕ капăр,
Вĕрентет пулма вăл сапăр.
Кашни кун пĕлÿ парать пире!
Сăвă-юрă ян янратăр,
Ташă-кĕвĕ аталантăр.
Чăвашлăх тытса тăрать пире.
Чăвашла аван пĕлетĕп,
Вырăсла та эп пуплетĕп –
Туслăх пултăр ĕмĕр-ĕмĕре!
2 ача:
Чăваш чĕлхи питĕ капăр,
Пултăр çулĕ ялан такăр.
Вăл пурри вăй-хал парать пире!
Ĕмĕрех асра усратăп,
Чунра яланах туятăп –
Чи хакли эс маншăн тĕнчере.
Пуласлăхушăн çунатăп,
Тăрăшса ăс-тăн пухатăп,
Ялан пулăн эсĕ чĕремре.
3 ача:
Чăваш чĕлхи питĕ капăр,
Вĕрентет пулма вăл сапăр.
Кашни кун пĕлÿ парать пире!
Çулсеренех пуянлантăр,
Тĕлĕнтерсе савăнтартăр.
Ачасем, упрар-ха чĕлхене.
Мухтаса юрă юрлар-ха,
Чун-чĕререн тав тăвар-ха,
Манас çук ăна эп ĕмĕрне!