МБОУ «Индырчская СОШ» Янтиковского района
Штрихи к портрету
Автор исследовательской работы:
Михайлова Елизавета, ученица 8 класса
МБОУ «Индырчская СОШ» Янтиковского района
Руководитель: Николаева Н.Г.,
заведующий школьным краеведческим музеем
Индырчи, 2015
Пирĕн çывăх тăванăмăр Никитин Александр Никитич ятлă. Ялта ăна Тунай Сантăрĕ тесе чĕннĕ. Вăл 1910 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Ялта сумлă çын пулнă.
Александр Никитич бухгалтера вĕренсе тухнă. Нумай çул хушши Канаш станцийĕнче, Вăрмар поселокĕнче сбербанк ертÿçи пулса ĕçленĕ, Йăнтăрчă ялĕн колхозĕнче экономистра, вырăнти партии организацийĕн секретарĕнче, ферма ертуçинче тăрăшнă, Тăвайĕнче райпо системинче склад заведующий пулса ĕçленĕ.
Никитин А.Н. Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă. Унта вăл вăрçă пуçлансан 3-мĕш кунне тухса кайнă. Паттăрлăхшăн тĕрлĕ орденсемпе медальсем илме тивĕçлĕ пулнă. Япони вăрçине те хутшăннă пирĕн çывăх çыннăмăр. Тăван ене 1947-мĕш çулта таврăннă.
Тавах сире, кукам-кукаç.
Эсир пире ыр суннине,
Чунăмăра ăшăтнине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне.
Тав тăвар ват çынсене
Пил парса ÿстернĕшĕн,
Мĕнле пурăнмаллине
Пĕчĕкрен вĕрентнĕшĕн.
Манăн мăн кукаçине Иванов Николай Иванович тесе чĕнеççĕ. Вăл 1912-мĕш çулта Тăвай районне кĕрекен Тенеяль ялĕнче хресчен çемьинче çуралса ÿснĕ. Шупашкарта кооператив училищинчен вĕренсе тухсанах,1941 çулта, Совет Çарĕн ретне тăрать. Çак çулнех Ленинград блокадине лекет, йывăр аманать.1942 çулта вăрçа каять.
Мăшăрĕпе Матрена Филиповнăпа 9 ача çитĕнтереççĕ.
Манăн мăн кукаçи нумай çул хушши заготконтора директорĕнче, райпо ревизорĕнче ĕçлет.
Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннăшăн нумай медальсемпе орденсем илме тивĕçлĕ пулнă Иванов Николай Иванович.