System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.lxvwvnmb.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Аннотации к рабочей программе по чувашскому языку и чувашской литературе / / Портал образования ЧР

Внимание!!!

Портал образования Чувашии закрыт

Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

Образование Чувашии
Единая Образовательная
Информационная Среда
Чувашской Республики
Поиск
Get Adobe Flash player
Аннотации к рабочей программе по чувашскому языку и чувашской литературе

Аннотация к рабочей программе «Родная (чувашская)

литература. 5-7 классы»

 

Ĕç программине йĕркеленĕ чухне тĕпе хунă документсем:

ü  Федеральный закон «Об образовании в РФ» №273-ФЗ от 29.12.2012:

ü  Федеральный государственный образовательный стандарт основного общего образования (утвержден приказом Минобрнауки России от 17.12.2010 г. № 1897, зарегистрирован в Минюсте России 01.02.2011 г., регистрационный номер 19644), №1644 от 29.12.2014);

ü  Примерная основная образовательная программа основного общего образования, утвержденная Министерством образования и науки Российской Федерации 8 апреля 2015 года;

ü  Тăван литература. Тĕслĕх программа: V  IX классем валли / Н.Г. Иванова, Е.А.Майков. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2016. – 223 с.

ü  Чăваш литератури программи / Чăваш Республикин Вĕ­рентÿ министерстви; З.С.Антонова, Н.Г.Иванова, В.П.Ни­китин (Станьял) хатĕрленĕ. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2003. — 64 с.

ü  Учебный план МБОУ «Шоршелская СОШ имени А.Г.Николаева»  Мариинско-Посадского  района Чувашской Республики  на  2017-2018 учебный год 

 

Вĕренÿ пособийĕсем

1.      Тăван литература: вĕренÿпе вулав кĕнеки. 5-мĕш класс валли/Н.Г.Ивановăпа П.Н.Метин çырса-пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2013. – 271 с.

2.       Н.Г. Иванова.- Тăван литература: 6–мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2017. — 287 с., ил.

3.      Антонова З. С. Тăван литература: Вĕренÿпе вулав кĕнеки. 7-мĕш класем валли/ З.С.Антоновăпа П.Н.Метин  çырса-пухса хатĕрленĕ. -  Шупашкар: Чăваш кěнеке издательстви, 2010.- 351 с.

 

Чăваш литератури предмечĕн вĕрентÿ планĕнчи вырăнĕ

Литература вĕрентме 5-7-мĕш классенче 2-шер сехет уйăрнă. Çапла вара литература вĕрентме – 210 сехет пухăнать.

 

Пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕсемпе килĕшӳллĕн предмета вĕреннĕ май ачасен вĕренĕвĕн универсаллă ĕҫ-хĕлне (УУД) алла илмелле. Федераллă патшалăх вĕренӳ стандарчĕсм кăларса тăратнă виҫĕ тĕллеври сакăр ĕç-хĕл результачĕсене ҫакăн пек уйăратпăр.

Харкамлăх результачĕсем (шкул ачи хăйĕншĕн тунисем)

1. Ача хăйне хăй йĕркелесе пĕлÿ илмелли вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ (хăйĕ ирĕлĕх правине хÿтĕлени): професси тĕлĕшĕнчен хăйĕн харкам вырăнне шырама илентерни; вĕренӳпе кăсăкланма хавхалантарни; хăйне хисеплесси, хăйĕн ăс-тăн шайне пĕлсе хаклани вĕренĕве кăмăлпа хутшăнма явăҫни.

2. Вĕренӳ тĕллевĕпе тупсăм пĕлтерĕшне ăнланса илмелли ĕҫ-хĕл: вĕренӳ тĕллевпе тупсăмне палăртма пултарни; кашни шкулта мĕне тата мĕнле тĕллевпе вĕренни, пĕлтерĕшлĕхе палăртма пĕлни, вĕренӳре харпăр хăй тивĕҫлĕхне туйма, хăй вăй-пултарулăхне шанма вĕренни; вĕренӳ тĕллевĕпе вĕренӳ результачĕ хушшинчи ҫыхăнăва палăртма пултарни.

3. Обществăра харпăр хăйне тытмалли йĕрке (мораль тупсăмĕпе нормисене илмелли вĕренӳ ĕҫ-хĕлĕ): пĕтĕм этемлĕх ĕрет-несĕпĕнче харпăр хăйне тыткаламалли правилăсем шутне кăмăл-сипет (мораль) енчен хăйне тирпейлĕ тытма пĕлни; мораль нормин пĕлтерĕшне вĕренӳре илнĕ социаллă пурнăҫра илнĕ опытпа танлаштарса хаклама пултарни; кăмăл-сипет енчен хăй тунă ĕҫсене хакласа сăлтавлама пĕлни.

 

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (пур предмета та вĕренме кирлисем) предмет шайĕнчен тухса метапредмет шайне хăпараҫҫĕ. Харкамлăхăн пĕтĕмĕшле культура, хуркам, пĕлӳсем туянас тата тĕллĕнех аталанассине пĕрлĕхлĕн тарăнлатма май параҫҫĕ; пĕлӳсем туянас юхăмĕн пур шайсене те пĕр тĕвве ҫыхăнтарма май параҫҫĕ; вĕренекенĕн вăл е ку ĕҫ-хĕлне йĕркелессин е асăрхассин никĕсĕ пулса тăрать

а) ача хăйне хăй йĕркелесе пĕлӳ илмелли вĕренӳ ĕҫĕ-хĕлĕ: харпăр хăй хальĕн ĕҫлес-тăвас туртăма аталантарни (мĕн пĕлнине тата мĕн пĕлмеллине шута илсе вĕренӳ задачине палăртмалли тĕллев лартни), тимлеме хăнăхтарни (ĕҫсен йĕркин планне туни, вĕҫĕнчи результата тата кура пайăр ĕҫсен тĕллевĕсене палăртни); харпăр хăйĕн хевтипе майĕсене палăртма вĕрентни (прогноз туни, урăхла каласан, результата тата туянакан пĕлӳсен шайне малтанах курса тăни); пур ĕҫсене те кăмăлпа хутшăнма явăҫтарни, вĕренӳпе кăсăклантарса яма пулăшни; коррекци - результата вĕренекен хăй, юлатĕсем тата учитель хаклавне кура плана тата ĕҫмайĕпе йĕркине улшăнусем кĕртни; хаклав - мĕн вĕреннине тата мĕн вĕренмеллине, вĕреннин шайĕпе пахалăхне вĕренекен хăй палăртни, ĕҫ результатне хаклани; вĕреннин шайĕпе пахалăхне ача хăй тĕллĕн палăртма пултарни (ĕҫ майне тата унăн результатне малтанах палăртнă калăппа танлаштарса тĕрĕслени); йывăрлăхсене ҫĕнтермелли майсене тупса палăртма хавхалантарни.

ă) хутшăну илмелли вĕренӳ ĕҫĕ-хĕлĕ: учительпе тата тантăшсемпе хутшăнса вĕренессине планлани; кашни ачан функцисемпе тĕллевсене, хутшăнусене палăртни; ыйтусем лартни - информацие шырас тата пуҫтарас ĕҫре хавхалантарасси; конфликтсене татса пама, проблемăна асăрхама, пахалама юрăхлă мая суйласа илме вĕрентесси; юлташсене (партнерсене) тĕрĕслесе, тӳрлетсе хакласа ертсе пыма вĕренни; ҫĕнĕлĕх кӳме, мĕн шутласа хунине ҫине тăрса пурнăҫлама хавхалантарни; шухăш пĕр пĕтĕмлĕхне, харкам шухăшсемпе сунăмсене хутшăну задачисемпе условийĕсене кура туллин те тĕрĕс палăртни; монологла тата диалогла пуплев тунă чухне тăван чĕлхен ҫыхăнулăхне грамматика нормисемпе туллин те тĕрĕс усă курса йĕркипе уҫса пама пултарни.

б) пур енлĕн информаци шырама пĕлмелли вĕренӳ ĕҫĕ-хĕлĕ: ҫĕнĕ информаципе, вĕренӳ моделĕсемпе ĕҫлеме хăнăхни (пĕлӳ туянас тĕллеве хапăр хăй тĕллĕн уйăрса палăртни; ИКТ тата информацин ытти ҫăлкуҫĕсемпе усă курса тивĕҫлĕ информаци тупса уйăрни; пĕлӳсен тытăмне палăртни; сасăллă тата ҫырăллă пуплев ăслани; умри тĕллеве пурнăҫламалли уйрăм тухăҫлă мелсемпе майсене суйласа илни; ĕҫ майĕсемпе условийĕсен рефлексийĕ, ĕҫ юхăмĕпе результачĕсене тĕрĕслени тата хаклани; вулав тĕллевне тата вулав тĕсне суйласа илме ăнланса вулани, тĕрлĕ жанрлă текстсене итлесе тивĕҫлĕ информаци илни, тĕп тата иккĕмĕшле информацие палăртни; илемлĕх, ăслăлăх, публицистика тата официаллă ĕҫ стилĕсемлĕ текстсене ирĕклĕнекх ăнланса хак пани; пробемăна лартса кулăплани, творчествăллă тата шыравлă проблемăсене татса панă чухне харкам тĕллĕнех алгоритм туни; символла паллăпа, схема тăрăх калăпсем туни – обьекта туйăм форминчен уҫлăхпа графика е паллăпа символа куҫарни; пĕтĕмĕшле саккунсене палăртас тĕллевпе калăпа юсаса урăхлатни; курăмлă-сăнарлă шухăшлавпа логикăллă шухăшлава аталантарни – пĕтĕмĕшле системăна кĕртни, системăласа пĕтĕмлетни (синтез - пайсене пĕр ҫĕре пуҫтарни, ҫав шутра сиксе юлнă пайсене хушни); хак пани (анализ - обьекта тĕп тата иккĕмĕшле паллисене кăтартас тĕллевпе сӳтсе явни);, танлаштарни, ушкăнлани, тишкерни, ăнлав патне ҫитерни, сăлтавпа тĕллев ҫыхăнăвĕсене калани; ҫирĕплетсе калани; сӳтсе явни (ҫирĕплетӳ, ĕнентерӳ); гипотезăсене кăларса тăратса сăлтавлани;ыйтăва (проблемăна) лартса ăна татса пани.

 

Предметăн пайрăм (предмета вĕреннин) результачĕсем (вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ (выпускник (обучающийся) научится) тата вĕренÿ хевти-талпăнăвĕ (выпускник (обучающийся) получит возможность научиться)):ĕçмайĕсемпе условийĕсен (пĕтĕмлетĕвне) рефлексийĕсене, ĕç юхĕмĕн результачĕсене тĕрĕслени хаклани; вулав тĕллевне тата вулав тĕсне суйласа илсе, ăнланса вулани; ĕрлĕ жанăрлă текстсене итлесе тивĕçлĕ информаци илни; илемлĕ, ăслăлăх, публицистика тата официалă ĕç стилĕсемлĕ текстсене ирĕклĕнех ăнланса хак пани; пĕтĕмлетсе евĕрлеме, çавна май пур пек пĕлçсемпе татахăнăхусемпе усă курма вĕрентни пĕлÿ илмелли задачăсене тĕрлĕ майпа татса парассипе кăсăклантарни, çак ĕçре пуçаруллă пулма хавхалантарни, пĕлÿ шырас ĕçе тĕллевлĕн, план тăрăх туса пыма хăнăхтарни; пухнă пĕлÿсене тивĕçлĕ ĕçре тĕрĕслесе çирĕплетни.

 

 

Аннотация к рабочей программе «Родной (чувашский) язык. 5-7 классы»

 

Ĕç программине йĕркеленĕ чухне тĕпе хунă документсем:

ü  Федеральный закон «Об образовании в РФ» №273-ФЗ от 29.12.2012:

ü  Федеральный государственный образовательный стандарт основного общего образования (утвержден приказом Минобрнауки России от 17.12.2010 г. № 1897, зарегистрирован в Минюсте России 01.02.2011 г., регистрационный номер 19644), №1644 от 29.12.2014);

ü  Примерная основная образовательная программа основного общего образования, утвержденная Министерством образования и науки Российской Федерации 8 апреля 2015 года;

ü  Закон Чувашской Республики от 25 ноября 2003г. №36 «О языках в Чувашской Республике» (с изменениями от 27 июня 2008г);

ü  Чăваш чĕлхи. Тĕслĕх программа: чăваш шкулĕн 5-9-мĕш класĕсем валли / И.А.Андреев, Г.Н.Семенова, Ю.М.Виноградов. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2013. - 63 с.

ü  Учебный план МБОУ «Шоршелская СОШ имени А.Г.Николаева»  Мариинско-Посадского  района Чувашской Республики  на  2017-2018 учебный год 

 

Вĕренÿ пособийĕсем

1.      Чăваш чĕлхи: 5 класс валли. Л.П. Сергеев, Е.А. Андреева, Г.Ф.Брусова – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. – 239 с.

2.      Чăваш чĕлхи: 6-мĕш класс валли / Л.Г.Петрова, Ю.М.Виноградов. –  Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. – 223 с.

3.      Чăваш чĕлхи: 7-мĕш класс валли / Ю.М.Виноградов, Л.Г.Петрова.–  Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2016. – 223 с.

 

Чăваш чĕлхи предмечĕн вĕрентÿ планĕнчи вырăнĕ

Чăваш чĕлхине вĕрентме 5-мĕш класра эрнере 3 сехет, 6-7-мĕш классенче 2-шер сехет уйăрнă. Çапла вара чĕлхене вĕрентме пĕтĕмпе 5-7 классенче 245 сехет пухăнать.

 

Вĕренÿ результачĕсем

(пĕлмелле, пултармалла)

 

Харкамлăх результачĕсем:

 

1)    тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине, Чăваш Республикинче вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе ÿлĕмрен кулленхи пурнăçра, суйласа илнĕ профессире усă курма пултарни;

 

2)     чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаçланни; чăваш пуплевĕн нормисене наци культурин пуянлăхĕ шайне лартса сыхласси кашни чăвашшăн пысăк тивĕç тесе йышăнни; пуплеве куллен-кун аталантарма тăрăшни;

 

3)   шухăшпа туйăма палăртма усă куракан сăмахсем, грамматика хатĕрĕсем пуплевре йышлă пулни; ача хăй пуплевне (калаçнине те, çырнине те) сăнаса тивĕçлĕ хак пама пултарни.

 

Пур предмета та вĕренме кирлĕ результатсем:

 

1)   пуплевĕн мĕн пур тĕсĕпе усă курни:

 

. сăмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни; . вулавăн тĕрлĕмелĕпе усă курни;

 

. тĕрлĕ çĕртен (хаçат-журналтан, Интернетран, радиопа телевиденирен т.ыт.те) килекен материалпа паллашса информаци пухма пултарни;

 

. ку е вăл темăпа çыхăннă материала вуласа е илтсе тупма, ăна пухса, тишкерсе, кирлине суйласа илме пултарни; пухнă информацие сыхлама, улăштарма тата кирлĕ çĕрте усă курма пултарни (информаци çăл куçĕ хаçат-журнал, тĕрлĕрен техника хатĕрĕ пулма пултарать);

 

. пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни, ĕç результатне каласа е çырса хаклама пултарни;

 

. шухăша сăмах вĕççĕн е çырса ирĕклĕ те тĕрĕс уçса пама пултарни; . тантăшсем умĕнче пĕчĕк е пысăкрах доклад тума хăнăху пурри;

 

2)    вĕренÿре илнĕ тĕрлĕ пĕлÿпе, нумай-нумай хăнăхупа яланхи пурнăçра усă курни; тăван чĕлхене вĕренсе пухнă пĕлÿпе тата хăнăхупа ытти предмета (тăван мар чĕлхесене, литературăна т.ыт.те) вĕренме усă курни;

 

3)   калаçнă май, пĕр-пĕр ĕç тунă чух е мĕнле те пулин тавлашуллă ыйтăва сÿтсе явнă чух çынсемпе тĕрлĕ çыхăнăва кĕме хăнăху пурри; пĕр-пĕр йĕркепе иртекен хутшăнура е яланхи калаçура наци культуринче çирĕпленнĕ пуплев нормисене пăхăнни.

 

Предмета вĕреннин результачĕсем: Теп шкул пĕтерекен вĕренсе çитет (Ученик научится):

 

-    чăваш чĕлхи чăваш халăх чĕлхи, хамăр республикăра патшалăх чĕлхи (вырăс челхипе пĕрле) пулса тăнине ăнланни;

-   тăван чĕлхепе культура хушшинче тачă çыхăну пуррине пĕлни;

-   чăваш чĕлхи уйрăм çынпа общество пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăша хывни;

-      тăван чĕлхене пĕлни чăваш культуришĕн, халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çаванпа чĕлхене вĕренме тивĕç пурине ăнланни;

-пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма пултарни;

-сăмаха  фонетика, тытăмĕ, пулăвĕ, лексика енчен тишкерме пĕлни,  сăмах майлашăвĕпе

предложение синтаксис енчен тишкерни;

текста ун содержанийĕ, тĕп паллисемпе тытăмĕ енчен, пуплевĕн функцире палăракан тĕсĕсене кура, чĕлхе уйрăмлăхĕсене пăхса, илемлĕх хатĕрĕсене шута илсе тишкерни.

 

Тĕп шкул пĕтерекен çакнашкал ĕç-хĕле тума май илет (Ученик получит возможность научиться):

-   чĕлхен шайĕсемпе единицисем хушшинчи çыхăнусене анланса пĕтĕмлетусем туни;

-чĕлхе ăслăлăхĕн тĕп ăнлавĕсене алла илсе кулленхи хутшăнура анлă уса  курни;

-   пуплев факчĕсене чĕлхе вĕрентĕвĕçине таянса тивĕçлĕ хак  пани;

-   тăван чĕлхен эстетика функцине ăнланса илни, илемлĕ литература тексчĕсене тишкернĕ май пуплев единицин илемлĕхне курма пĕлни.

 

Аннотация к рабочей программе «Родная (чувашская)

литература. 8-9 классы»

Ĕç программине йĕркеленĕ чухне тĕпе хунă документсем:

ü  Федеральный закон «Об образовании в РФ» №273-ФЗ от 29.12.2012:

ü  Федеральный государственный образовательный стандарт основного общего образования (утвержден приказом Минобрнауки России от 17.12.2010 г. № 1897, зарегистрирован в Минюсте России 01.02.2011 г., регистрационный номер 19644), №1644 от 29.12.2014);

ü  Примерная основная образовательная программа основного общего образования, утвержденная Министерством образования и науки Российской Федерации 8 апреля 2015 года;

ü  Тăван литература. Тĕслĕх программа: V  IX классем валли / Н.Г. Иванова, Е.А.Майков. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2016. – 223 с.

ü  Чăваш литератури программи / Чăваш Республикин Вĕ­рентÿ министерстви; З.С.Антонова, Н.Г.Иванова, В.П.Ни­китин (Станьял) хатĕрленĕ. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2003. — 64 с.

ü  Учебный план МБОУ «Шоршелская СОШ имени А.Г.Николаева»  Мариинско-Посадского  района Чувашской Республики  на  2017-2018 учебный год 

 

Вĕренÿ пособийĕсем

1.      Чăваш сăмахлăхĕ: VIII класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки/ В.П. Станьял хатĕрленĕ. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2011. — 318 с.

2.      Чăваш литератури: Учебник-хрестомати: Вăтам шкулăн 9-мĕш класĕ валли/ В.П.Никитин (Станьял) пухса-çырса хатĕрленĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014.- 335 с.

 

Чăваш литератури предмечĕн вĕрентÿ планĕнчи вырăнĕ

Литература вĕрентме 8-мĕш класра 2 сехет, 9-мĕш класра 1 сехет уйăрнă. Çапла вара литература вĕрентме – 105 сехет пухăнать.

 

Тĕп шкул пĕтернĕ çĕре ачасен мĕн-мĕн пĕлмелле:

ü  произведенисен несĕлне, жанрне уйăрма, уйрăм произведенин шухăшпа                илемлĕх хай евĕрлĕхне палăртма;                                                                                              

ü   вĕреннĕ произведени тăрăх план тума тата сăнар ушкăнĕсене тишкерсе сочинени çырма;                                                                                                                                 

ü  произведени çинчен хай мĕн шухăшланине çыхăнуллă каласа е çырса кăтартма;                                                                                                                                                произведенири тĕп тата хушма темăсемпе сăнарсене, проблемăсене уйăрма учитель панă ыйтусем е план тăрăх ырă е сивлек сăнарсене, илемлĕ

ü  пулăмсемпе ĕç-пуçсене танлаштарса хаклама;                                                                             автор шухашĕ (позицийĕ) тата произведени пафосĕпе тĕп шухăшĕ сăнарсемпе геройсем урлă мĕнле уçăлса пынине кăтартма;                                                                 

ü  сюжет, композици, сăнарсен тытамĕ, конфликт, сăнарлă чĕлхен илемлĕх               мелĕсене, произведени шухăшĕпе илемне тупса палăртма, тĕслĕхсемпе            çирĕплетме.      

 

Вĕренекенсен çаксене тума пултармалла:

- илемлĕ литература, ăслăлăхпа политика, публицистикăпа критика хайлавесене тĕрĕс, çăмăл, уçăмлă вулама;

- çыравçă çырса кăтартнине куç умне ÿкерчĕклĕн кăларса тăратма, ун çинчен санарлă каласа пама;

- хайлавсен ретне, тĕсне, жанрне уйăрма, уйрăм хайлавăн шухăшпа илемлĕх хăй евĕрлĕхне палăртма;

- хайлавсенчи ĕçсемпе пулăмсен çыхăнăвне кăтартма;

- учитель хушнипе хайлаври сăнарсене уçса пама;

- малтан паллашнă хайлавсемпе вĕренÿ тексчĕсене тĕрĕс вулама;

- пăхмасăр калама вĕреннĕ хайлавсене илемле калама;

- эпикăллă хайлавсен е пĕр-пĕр сыпăкăн содержанине кĕскен е туллин каласа е çырса пама;

- пысăках мар хайлавăн е пысăк хайлав сыпăкĕн планне тум;

- вĕренÿ кĕнекисенчи ăнлантарусемпе усă курма;

- пуçарулăх ĕçĕ (сăвă, тĕрленчĕк, статья т.ыт.те) çырма

 

Аннотация к рабочей программе «Родной (чувашский) язык. 8-9 классы»

 

Ĕç программине йĕркеленĕ чухне тĕпе хунă документсем:

ü  Федеральный закон «Об образовании в РФ» №273-ФЗ от 29.12.2012:

ü  Федеральный государственный образовательный стандарт основного общего образования (утвержден приказом Минобрнауки России от 17.12.2010 г. № 1897, зарегистрирован в Минюсте России 01.02.2011 г., регистрационный номер 19644), №1644 от 29.12.2014);

ü  Примерная основная образовательная программа основного общего образования, утвержденная Министерством образования и науки Российской Федерации 8 апреля 2015 года;

ü  Закон Чувашской Республики от 25 ноября 2003г. №36 «О языках в Чувашской Республике» (с изменениями от 27 июня 2008г);

ü  Чăваш чĕлхи. Тĕслĕх программа: чăваш шкулĕн 5-9-мĕш класĕсем валли / И.А.Андреев, Г.Н.Семенова, Ю.М.Виноградов. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2013. - 63 с.

ü  Учебный план МБОУ «Шоршелская СОШ имени А.Г.Николаева»  Мариинско-Посадского  района Чувашской Республики  на  2017-2018 учебный год 

 

Вĕренÿ пособийĕсем

1.      Андреев И.А. Чăваш чĕлхи: 8-9-мĕш классем валли. Хушса çĕнетнĕ 2-мĕш кăларăм / И.А.Андреев. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2009. – 303 с.: ил.

 

Чăваш чĕлхи предмечĕн вĕрентÿ планĕнчи вырăнĕ

Чăваш чĕлхине вĕрентме 8-мĕш класра 2 сехет, 9-мĕш класра 1 сехет уйăрнă. Çапла вара чĕлхене вĕрентме пĕтĕмпе 105 сехет пухăнать.

 

Теп шкул пĕтерекен вĕренсе çитет (Ученик научится):

 

-    чăваш чĕлхи чăваш халăх чĕлхи, хамăр республикăра патшалăх чĕлхи (вырăс челхипе пĕрле) пулса тăнине ăнланни;

-   тăван чĕлхепе культура хушшинче тачă çыхăну пуррине пĕлни;

-   чăваш чĕлхи уйрăм çынпа общество пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăша хывни;

-      тăван чĕлхене пĕлни чăваш культуришĕн, халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çаванпа чĕлхене вĕренме тивĕç пурине ăнланни;

-пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма пултарни;

-сăмаха  фонетика, тытăмĕ, пулăвĕ, лексика енчен тишкерме пĕлни,  сăмах майлашăвĕпе

предложение синтаксис енчен тишкерни;

текста ун содержанийĕ, тĕп паллисемпе тытăмĕ енчен, пуплевĕн функцире палăракан тĕсĕсене кура, чĕлхе уйрăмлăхĕсене пăхса, илемлĕх хатĕрĕсене шута илсе тишкерни.

 

Тĕп шкул пĕтерекен çакнашкал ĕç-хĕле тума май илет (Ученик получит возможность научиться):

-   чĕлхен шайĕсемпе единицисем хушшинчи çыхăнусене анланса пĕтĕмлетусем туни;

-чĕлхе ăслăлăхĕн тĕп ăнлавĕсене алла илсе кулленхи хутшăнура анлă уса  курни;

-   пуплев факчĕсене чĕлхе вĕрентĕвĕçине таянса тивĕçлĕ хак  пани;

-   тăван чĕлхен эстетика функцине ăнланса илни, илемлĕ литература тексчĕсене тишкернĕ май пуплев единицин илемлĕхне курма пĕлни.

 

 

Аннотация к рабочей программе «Родная

(чувашская) литература. 10-11 классы»

 

Ĕç программине йĕркеленĕ чухне тĕпе хунă документсем:

Федеральный закон «Об образовании в РФ» №273-ФЗ от 29.12.2012:

Федеральный государственный образовательный стандарт основного общего образования (утвержден приказом Минобрнауки России от 17.12.2010 г. № 1897, зарегистрирован в Минюсте России 01.02.2011 г., регистрационный номер 19644), №1644 от 29.12.2014);

Примерная основная образовательная программа основного общего образования, утвержденная Министерством образования и науки Российской Федерации 8 апреля 2015 года;

Тăван литература. Тĕслĕх программа: V – IX классем валли / Н.Г. Иванова, Е.А.Майков. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2016. – 223 с.

Чăваш литератури программи / Чăваш Республикин Вĕ­рентÿ министерстви; З.С.Антонова, Н.Г.Иванова, В.П.Ни­китин (Станьял) хатĕрленĕ. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2003. — 64 с.

Учебный план МБОУ «Шоршелская СОШ имени А.Г.Николаева»  Мариинско-Посадского  района Чувашской Республики  на 2017-2018 учебный год 

 

Вĕренÿ пособийĕсем

Родионов В.Г. Чăваш литератури: вĕренÿ кĕнеки. Вăтам шкулăн 10-мĕш класĕ валли.-  Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2011.- 272 с.

- Чăваш литератури: хрестомати. Вăтам шкулăн 10-мĕш класĕ валли/ В.Г.Родионов, Э.И. Родионова пухса-ҫырса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010.- 447 с.

Чăваш литератури: хрестоматии. 11-мĕш класс валли / Г.И.Федоров пухса хатĕрленĕ.— Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. — 463 с.

Чăваш литератури: вĕренÿ кĕнеки. Вăтам шкулăн 11-мĕш класĕ вали / Г.И.Федоров. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2011. – 303 с.

 

Чăваш литератури предмечĕн вĕрентÿ планĕнчи вырăнĕ

Литература вĕрентме 10-11-мĕш классенче 2-шер сехет уйăрнă. Çапла вара литература вĕрентме – 140 сехет пухăнать.

 

Вăтам шкул пĕтерекенĕн çаксене пĕлмелле:

чăваш литературин аталану тапхăрĕсене, кашни тапхăрти литература пурнăçне, паллă писательсене, вĕсен произведенийĕсене;

вĕреннĕ писательсен пурнăçĕпе пултарулăхне;

программăна кĕртнĕ тата хушма вулав кĕнекинче сĕннĕ произведенисен содержанине;

вĕреннĕ произведенисен сăнарĕсемпе геройĕсене, сюжечĕсемпе тытăмĕсене, меслечĕпе стиль паллисене, илемлĕх мелĕсене;

çак ăнлавсене: сăнарпа сăнарлăх, литературăри типлăх, литература сулăмĕсемпе юхăмĕсем, классицизм, романтизм, реализм, писатель стилĕ;

литература речĕсене, жанрĕсемпе вĕсен тĕсĕсене;

произведенисен тема, пафос, форма ушкăнĕсене.

 

Вĕренекенсен çаксене тума пултармалла:

пăхмасăр вĕреннĕ текста халăх умĕнче уççăн калама, кирек мĕнле текста та такăнмасăр хитре вулама;

произведенин тĕп проблемисене тупма;

сюжетпа композицие, сăнарсен ушкăнĕсене, илемлĕх мелĕсене çыхăнуллă пĕрлĕхре ăнлантарса пама;

пĕр е темиçе произведенири геройсене характеристика пама;

хăй тĕллĕн вуланă кĕнеке пирки шухăшланине çирĕплетсе пама;

калаçупа çыру урокĕсенче хăнăхнă пур ĕçсене те йĕркеллĕ пурнăçлама (тезис, конспект, рецензи, статья, доклад, сочинени çырма, тухса калас сăмаха планлама е тезис çырма).

 

Rambler's Top100 TopList
2008-2011, Copyright © www.edu21.cap.ru - Все права защищены.

E-mail: support@edu21.cap.ru, Тел: (8352)45-16-23