System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.e2kibjas.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Методическая копилка / / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
 
 
Сайт воспитателя  дошкольной группы  
 МБОУ "Новошимкусская СОШ Яльчикского района   Чувашской Республики"
Кудряшовой Венеры Ардальоновны 
воспитатель
Кудряшова Венера Ардальоновна
Общие сведения
Немного о себе
Копии документов
Заповеди
Мои достижения
Хобби
Эссе
Достижения воспитанников
Участие в конкурсах, мероприятиях
Грамоты, дипломы
Методическая копилка
Выступления
Конспекты открытых занятий
Проекты
Ресурсы сети Интернет
Сценарии
Научно-методическая деятельность
Планы
Программы
Публикации
Видеоматериалы
Игровая деятельность. Познание (ФЭМП)
Советы родителям
Анкетирование
Памятки
Расписание занятий
Режим дня
Родительские собрания
Фотоотчеты
Get Adobe Flash player
Методическая копилка
Выступления
Конспекты открытых занятий
Проекты
Ресурсы сети Интернет
Сценарии

«Аннеçĕм, анне, юрататăп сана!»

(Ноябрĕн 27-мĕшĕнче аннесен кунĕ ячĕпе  шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче   терле ÿсĕмри ачасемпе ирттернĕ  уяв сценарийĕ)

Тĕллевĕсем:

1)  аннесене юратма, хисеплеме, упрама вĕрентесси;

2) ачасен çыхăнуллă пуплевне, литература челхине, çепĕç чăваш чĕлхипе уççăн калаçма‚ янăравлă сăвви-юррине  шăрантарма , тавракурăмне, шухăшлавне аталантарасси,

3) ачасен кăмăл – сипетне пуянлатасси.

Кирлĕ хатĕрсем: Компьютер, ачасен амашĕсем синчен  хатерленĕ стена хаçачĕ,  юрă ташă кĕввисем, «Юратнă анне» укерчĕксен выставки, аннесене халаллана плакатсем.

Уяв юхамĕ.

Илемлĕ кевĕ янарать .

Ертсе пыракан: Анне! Унăн ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калас килет. Мĕн тери хаклă çын вăл! Анне!. Пирĕн паянхи уяв аннесем çинчен пулĕ. Сире çывхарса килекен Аннесен  кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

1 ача. Ырă кун, савнă тăвансем!

2 ача. Аван-и, çывăх çыннăмăрсем!

1 ача. Пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, сывлăх сунатпăр!

2 ача. Паянхи уява эпир, аннесем, сире халаллатпăр!

Ертсе пыракан.

Кĕркуннен юлашки уйăхĕ сивĕ тунсăх кунсемпе пĕрле хитре те савăнăçлă, илемлĕ уяв илсе килчĕ. Аннесен кунĕ.

 Анне! Сак ят чи çывăх

Чи чаплă çĕр çинче

Пурнать вăл ĕмĕр сывă

Кашни çын чĕринче.

Пурте пĕлеççĕ пĕтĕм чĕрчунсен, вĕçен кайăксен пурин те аннесем пур.

Уява вара ачасем юмахпа çыхăнтарасшăн. Юмах хăнисене малалла иртме  чĕнер.

( Чăх тумĕпе воспитатель сарă чĕпсен тумĕсене тăхăннă ачасене  ертсе кĕрет)

 Кĕвĕ янăрать «Цып-цып мои цыплятки»

 (кĕвви — Гамбар Гусейнли, сăвви — Тофик Муталибов)

(ачасем ташлаççĕ)

Ертсе пыракан.

Сарă пĕчĕк чĕпĕсем

Юратаççĕ уçăлма.

Пăхăр-ха, еплерех выляççĕ,

Симĕс курăка сăхаççĕ.

 

Чăх.

Чип, чип, чип, ман, чĕппĕмсем

Чип, чип, чип, ман, ачасем

Пуçтарăнăр манн патне.

Çумăр пĕлĕчĕ курсан

Чупăр пурте килелле.

Сар хĕвел пăхсан вара

Выльăр эсир улăхра.

 

Вăйă «Хĕвел тата çумăр»

(кĕвви- М.Раухвергер, сăвви - А.Барто)

Игра «СОЛНЫШКО И ДОЖДИК» зонтик, шапочка дождя. 1. Смотрит солнышко в окошко, светит в нашу комнату. Мы захлопали в ладошки, очень рады солнышку! 2. Дождик, дождик веселей! Капай, капай не жалей! Только нас не замочи, зря в окошко не стучи!

Ертсе пыракан.

Пĕчĕк сарă чĕпĕсем

Хаваслансах вылярĕç

Юрларĕç те ташларĕç

Уçланкăна сапаланчĕç.

Чăх

Чип, чип, чип, ман, чĕппĕмсем

Чип, чип, чип, ман, ачасем

Эсир ăçта чупатăр?

Сире эпĕ тупаймастăп.

Ертсе пыракан.

 Чĕпĕсем лăпланаймаççĕ

Ташă ташлама шутлаççĕ.

Ташă «Мы веселые цыплята»


Ертсе пыракан.

Сар чĕпсем шавланине

Илтрĕ чее кушак тус.

Çывăхрах вăл пурăнать

Час çитет чĕпсем патне.

 

Хаваслă кĕвĕ янăрать. Кушак йăпшăнса кĕрет. Чĕпсем хăраса амăшĕ çумнелле пуçтарăнаççĕ.

Кушак

Сар чĕпсем манран ан хăрăр

Эп паян сирĕншĕн ырă тус.

Мĕншĕн тетĕр-и?

Çывхарать хаваслă та илемлĕ уяв Аннесен кунĕ.

Çавăнпа та эп паян сирĕнпе пĕрле туслă вылясшăн.

Халĕ вара юрă юрласа парăп.

Юрă «Дружба»

 

 Ертсе пыракан

Ай, чее-çке сар чĕпсем. Амăшĕпе пытанмалла вылясшăн

 Вăйă «Шыраса туп»

1-мĕш чĕп

Эпир вылярăмăр, ашкăнтăмăр,

Уяв çинчен веç мантăмăр.

2-мĕш чĕп

Халех веç тÿрлететпĕр.

Аннесене саламлатпăр.

Кушак.

Ай, сар чĕпсем,

Çитет сире ашкăнса.

Уяв саламне пуçлар

Юрă юрласа парар.

 Ушкăнпа юрă юрлаççĕ.

1.     «Анне эсĕ ир тăран»

2.     « Аннене анне тееççĕ»

3.     «Икĕ пĕчĕк сар хĕвел»

4.       Пирĕн анне  (А.Никитин — Ю.Сементер)

Кушак

 Уяв пит аван пуçланчĕ

Пурте пĕрле юрларăмăр. Халĕ пурте пĕрле ташă ташлар.

 

 Чĕпсем.  Эпир ташлама пĕлместпĕр.

Кушак.

Ку вăл нимĕн те мар. Сире часах ташлама вĕрентетĕп.

Пурте манпа пĕрле çаврашкана тăратпăр. Кĕвĕ çемĕпе хускалатпăр.

«Шаг назад» ташă

Кушак

Сар чĕпсем, эсир чăн та маттур-çке.

Юрлама та ташлама та пултаратăр. Сăвăсем те пĕлетĕр-и?

Чĕпсем.

Пĕлетпĕр

Кушак.

Каласа паратăр-и?

Ачасем аннесене саламласа сăвăсем калаççĕ.

 

Чăх.  Тавтапуç сире ачасем, Савăнтартăр мана.

Эп сире юрататăп . Сирĕнпе мухтанатăп.

 

Ачасем амăшĕсене хăйсем тунă парнесем параççĕ.

 

Ертсе пыракан: Çак уяв ячĕпе тепĕр хут аннесене, асаннесене, кукамайсене чунтан саламлатăп,  телей, сывлăх сунатăп. Çемьере яланах тату пултăр.

Послание Главы Чувашии Государственному Совету
2021 год - Год науки и технологий
15 января 2020года -Послание Президента Федеральному Собранию
Развивающие игры
Азбука в стихах
Детская безопасность
2021- год, посвященный трудовому подвигу строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей
«Тăван чĕлхе-анне чĕлхи»
Развивающие игры
ФГОС ДО
Сидим дома. Занимаемся с мамой
Реквизиты
<Март 2021>
ПнВтСрЧтПтСбВс
22232425262728
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930311234
Rambler's Top100 TopList