Пирĕн юрă:
1. Ахаль мар эпир хаваслă,
Кашниех маттур та ăслă.
Атте-анне ÿстерет.
Кашни кун телей кÿрет.
2. Юрлама та, ташлама та,
Вĕренме те пултаратпăр.
Ĕç тесен ялан малта
Хамăн аслă çĕр-шывра.
3. Васкаса ÿссе пыратпăр,
Çĕр-шыва чунтан саватпăр,
Савăнса шкула чупас,
Чипер ăслă çын пулас.
Шкулта пурĕ 3 пионерсен ушкăнĕ. 6 класс - 21 ача (класс ертÿçи Тарасова А.В.), 7 класс - 24 ача (класс ертÿçи Чумбакова А.Н.): 8 класс - 13 ача (класс ертÿçи Кольцова О.А.).
54 ача "Чипер ачасен" 3 ушкăнне кĕреççĕ. 3 класс - 22 ача (класс ертÿçи ЧумбаковаЭ.Ю.).