Урок – уяв "Чӑваш чӗлхи кунӗнче"

Урок – уяв  "Чӑваш чӗлхи кунӗнче"


    Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кашни ҫулах Чӑваш чӗлхи куне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак уява халалласа 2 пе 3 классенче вӗрентекен Евстафьева Н. М. урок - уяв ирттерчӗ. Урокра  ачасем ҫак уяв историйӗпе паллашрӗҫ, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ И. Я. Яковлев пирки тата паллӑ сӑвӑҫсем пирки калаҫрӗҫ. Урок-уявра пӗчӗк маттурсем хӑйсен пултаруллӑхӗсемпе те паллаштарчӗҫ. Урок ачасене хавхалану тата савӑнӑҫ кӳчӗ.

Евстафьева Н.М.